Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Охатерпе Олюна

Килтеш вӑрманӗ каш-каш кашлать,
Килтеш вӑрманӗнче кашкӑр ами улать.
Кашкӑр ами хӑй аҫине кӗтет.
Пӗччен юлассинчен вӑл шикленет.

Питтукасси тем тӗрлӗ пӑлханать,
Питтукасси ҫын сассипе тулать.
Пит хурланса Олюна макӑрать,
Хӑй савнине, Охатере кӗтет.

"Охатерӗм, савнӑ мӑшӑрӑм,
Мӗншӗн кайрӑн эс Шупашкара.
Шупашкарӑн ҫурчӗсем шурӑ чуллӑ,
Ҫыннисем вара ытла та хура чунлӑ.

Вӗсем шурра кураҫҫӗ хура пек,
Хурана кураҫҫӗ шурӑ пек.
Вӗсемпе калаҫни усси ҫук,
Вӗсемпе хирӗҫни усси ҫук.

Охатерӗм, савнӑ мӑшӑрӑм,
Уйӑх иртрӗ эсӗ кайни аҫу килӗнчен.
Мӗншӗн каялла килместӗн, Охатерӗм.
Мӗншӗн шутламастӑн ман ҫинчен.
Амӑрткайӑк ами пулса вӗҫсе пырӑттӑм,
Кашкӑр ами пулса чупса пырӑттӑм,
Эсӗ ӑҫта иккенне пӗлсессӗн,
Эсӗ мана кӗтнине пӗлсессӗн."

Килтеш вӑрманӗ каш та каш кашлать,
Килтеш вӑрманӗнче кашкӑр ами улать.
Кашкӑр аҫи ами патне васкать,
Охатер ҫеҫ Олюна патне пыраймасть.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Охатер сӑвви-юрри


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-13 11:11:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2619 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем